конкурс «Шахвăрту сăмах пуххи»

 

   Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче  Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  5а «Хĕвел»  тата 5б  «Çăлтăр» командăсем хушшинче  «Шахвăрту сăмах пуххи» конкурс иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем  Атлашкина Т.Н. тата Семёнова П.А. кăсăклă ыйтусем хатĕрленĕ. Конкурсра  ачасем  ваттисен сăмахĕсемпе   чăвашла тухса  тăракан  хаçат-журнал ячĕсене аса илчĕç, йывăç ячĕсемпе кроссворд турĕç. Тĕрлĕ хусканусем туса «Пулăра» тата «Лавккара» сценкăсем лартса пачĕç. Тата вĕренекенсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç. «Хĕвел» ушкăн  27 балл пухрĕ, «Çăлтăр»-24 балл.

    Ачасем пурте кăмăллă  юлчĕç.