Чăваш чĕлхипе литература эрни

   Ака уйăхĕн 23-28-мĕшĕсенче Куславкка районĕнчи Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш чĕлхипе литература эрни иртет.

1-мĕш кун - «Савнă çĕрĕм- Чăваш ен» -стена хаçачĕсен конкурсĕ

Сар хĕвел те ăшшăн - ăшшăн

Йăл кулса пăхать кунта.

Чечек уйĕ хитре кăшăл

Парнелет мана чунтан.

                                      (Нина Пăрчăкан)

Çак кун 5-10-мĕш класра вĕренекенсем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Хаçатсенче Чăваш çĕрĕ, Чăваш çĕр-шывĕн мухтавлă çыннисем, тăван чĕлхе çинчен çырнă интереслĕ хайлавсемпе паллашма пулать.

2-мĕш кун - Чăваш чĕлхи кунĕ

Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук. (И.Я. Яковлев)

Çак кун 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Кăнна Кушки ялĕнче И.Я.Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Чăваш просветителĕ  çуралнăранпа 164 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем- П.А.Семёнова, Т.Н. Атлашкина  8а тата 8б класра вĕренекенсене литературăпа музыка композицийĕпе паллаштарчĕç. Ачасем Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн калавĕсене аса илчĕç, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă çыравçăсен хайлавĕсемпе паллашрĕç, И.Яковлевпа çыхăннă вырăнсем пирки ыйтусем çине хуравларĕç.  Çак шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче –Тĕрлемес çыннисем- Г.А. Кореньков, Г.Т.Тимофеев пултаруллă  çыравçăсем тата ытти паллă çынсем вĕренсе тухни вĕсене хавхалантарчĕ. Тĕрлемессем çак çынсемпе мухтанаççĕ, ялан асра тытаççĕ. Шкул библиотекарĕ Е.Н.Белова Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ çинчен кăларнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ, викторина ирттерчĕ.

  Шанас килет: чăваш чĕлхи малалла та аталанĕ, унăн сасси çак Çĕр чăмăрĕ çинче нихăçан та çĕтмĕ, нихăçан та çухалмĕ.

 Сĕм-сĕм вăрман таçтан кашлать,

Вăл ăс парса çапла калать:

«Упра эс çепĕç чĕлхене!

Аçу-аннÿн чун пехилне».

                                        (М.Гурьева)

3-мĕш  кун - «Талантсен  çĕр-шывĕнче»

Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, 5,6а, 6б класра вĕренекенсем  чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ П.А.Семёнова пулăшнипе станцисем тăрăх çул çÿреве тухрĕç. Пурĕ 5 чарăну. «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахсем», «Литература геройĕсем», «Грамматика задачисем», «Пуçватмăш». Çăмăл мар çул çÿрев, анчах пурте хастар. Пурин те мала тухас килет, никамăн та  кая  юлас  килмест. Çапах та 6а класра вĕренекенсем мала тухрĕç, маттуртарах пулчĕç. Ку çул çÿрев пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.

4 –мĕш  кун  «Укерчĕксен конкурсĕ»

Кĕçĕн класри ачасем ытларах юмахсем вулама юратаççĕ. Унти сăнарсем ачасен чун -

чĕрине тыткăнлаççĕ, шухăша яраççĕ. Вулама пуçласан пĕрре те вĕçертес килмест юмах кĕнекине. Çавăнпа  та Чăваш чĕлхипе литература эрнинче 2-4- мĕш класра вĕренекен  ачасем хушшинче вуланă чăваш юмахĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Вĕренекенсем юмахри кăмăла каякан сăнарсене  ÿкерчĕç. Çак конкурса  4а класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. (Класс ертÿçи И.А.Анилина). Укерчĕксене  пăхса тухнă хыççăн жюри членĕсем  çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç:

I  вырăн-  Никонорова Д.(2- мĕш класс ), Коротков А.(4а класс)

II  вырăн-  Каллина Д.(4б класс), Куимова Т., Волков Д., Захаров А.(4а класс)

III  вырăн-  Зоголь Т.( 2- мĕш класс ), Тадукова И.( 3- мĕш класс), Христофорова Т. (4а класс), Николаева И., Соколова А.(4б класс).

Маттурсем! Çĕнтерÿçĕсене  Хисеп хучĕ  парса чыслаççĕ.

5 –мĕш  кун «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи»

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм.,

Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.

Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ

Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. (Ухсай Яккăвĕ)

Актăвăй зала чăваш поэзине юратакансем пуçтарăнчĕç. 5-10-мĕш класра вĕренекенсем  сцена çинчен  чăваш поэчĕсен сăввисене  илемлĕ вуласа пачĕç. Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансене çакăн пек хак пачĕç:

I  вырăн-  Платонова Н.( 5-мĕш класс), Фадеева Т.(8а класс)

II   вырăн-   Квасков Д.(8а класс), Соколов А.(9-мĕш класс)

III  вырăн-  Дмитриева М.(6а класс), Демьянова Н. (10-мĕш класс)