«Тěнчесемпе халăхсене пěрлештерекен»

   Тěрлемесри пěтěмěшле пěлỷ паракан вăтам шкулта, авăн уйěхěн 14-мěшěнче, 9-мěш класра вěренекенсемпе Н.Я. Бичурин çуралнăранпа 235 çул çитнине халалласа литературăпа тематика каçě иртрě. Вăл Хěвел тухăç, Китай, Вăтам Азии халăхěсен культурипе пурнăçěн улăп тěпчевçи, ученый, архимандрит.

 Ачасене чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Семенова П.А. тěнчипе паллă ăсчах çинчен каласа пачě. Унтан Иакинфа асăнса çырнă П.Хусанкайăн сăввине вуларě. Шкул библиотекарě Белова Е.Н. Бичурин Н.Я.  çинчен çырнă кěнекесен куравне йěркелерě, тухнă кěнекисемпе паллаштарчě. Ачасем çěннине нумай пěлчěç.