2012 çулхи раштавăн 26-мӗшӗнче поэт çуралнăранпа 95 çул çитет. В.И.Давыдов-Анатри-нумай енлӗ çыравçă. Вăл поэт та, прозаик та, юмахçă та, юрăçă та. Чăваш композиторӗсем унăн сăввисемпе 500 ытла юрă çырнă. Çыравçă сăвви-юррисенче Тăван çӗр-шыв, тăван тавралăх, чăваш чӗлхине упрасси, халăхсен туслăхӗ, атте-аннене хисеплесси, юрату темисем анлăн курăнса тăраççӗ.
Çак паллă куна халалласа Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта конференци иртрӗ. Семёнова П.А. тата Атлашкина Т.Н. – чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем поэт- юрăçăн пултарулăхӗпе паллаштарчӗç. Субакаева Ю., Христофорова Т., Илларионов Ю.- вӗренекенсем çыравçă сăввисене вырăсла та чăвашла илемлӗ вуларӗç, викторина ыйтавесене хуравларӗç. Шкул библиотекарӗ Белова Е.Н. В.Давыдов-Анатри кӗнекисен куравне йӗркелерӗ.
Ачасем çыравçă çинчен нумай кăсăклине пӗлчӗç.