Республика конкурсӗ « Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю»
Раштав уйăхӗнче « Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» конкурс иртрӗ. Ку конкурса йӗркелÿçӗсем чăвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнăранпа 140 çул çитнине халалланă. Çак конкурсра чăваш алфавитĕнчи мĕнпур саспаллипе (37) усă курса чăвашла предложени çырмалла пулнă. Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - П.А.Семёнова тата Т.Н.Атлашкина та конкурса хутшăнчӗç.