Г.Т.Тимофеев- 135 çулта

   Кăрлач  уйăхӗн 25-мӗшӗнче Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта  паллă ентеше , çыравçа, этнографа, куçаруçа,вӗрентÿçе  халалланă  конференци  иртрӗ.  Григорий Тимофеевич Тимофеев Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнче çуралса ÿснӗ.  Тăван шкултан, Чӗмпӗрти  чăваш  шкулӗнчен  вӗренсе тухнă.  Учитель ятне илнӗ хыççăн  Тутарстанти Элшелти чăваш шкулӗнче  ачасене  вӗрентнӗ.  Çывăхри  ялсенче  чăваш халăх  сăмахлăхне пухса  «Тăхăр  ял» кӗнеке хатӗрленӗ. «Тăхăр  ял» кӗнеке-этнографиллӗ очерк.

Конференцие чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен  Семёнова  Полина  Александровна  уçрӗ. Унтан 9-мӗш класра вӗренекенсем  çыравçăн  пурнăçӗ çинчен каласа пачӗç. Ун хыççăн  7-мӗш класра вӗренекенсем  «Тăхăр  ял» кӗнекери текстсемпе паллаштарчӗç. Ачасем  этнографа халалланă презентаци  те  курчӗç.

Çак конференцие  Г.Тимофеева çывăх пӗлекенсем те килме  кăмăл турӗç.

 Серебряков  Леонид   Петрович, çак ялта çуралса ÿснӗскер, Тутар Республикин хисеплӗ химикӗ, «Наш край тюрлеминский»  кӗнеке  авторӗ сăмах  илчӗ. Вăл  Г.Тимофеевăн  ачалăх çулӗсенчи кăсăклă  саманчӗсене аса илчӗ, сăввине вуларӗ. Ветлова Тамара Даниловна- вӗрентÿ  ӗçӗн  ветеранӗ, хисеплӗ краевед  Григорий Тимофеев  çемйипе тăванӗсем çинчен каласа пачӗ, сăн  ÿкерчӗкӗсемпе паллаштарчӗ, ачасене кăсăклантарма ыйтусем пачӗ. Çакăнта  килнӗ  тăванӗсем: Сидоркина  Елена Андреевнăпа Иванова Нина Андреевна  тухса калаçрӗç, ачасене вӗрнÿре çитӗнÿсем тума, çирӗп  сывлăхлă  пулма сунчӗç.

Тӗл пулăва  килнӗ хăнасенчен  ачасем  нумай çӗннине, интереслине пӗлчӗç. Чăн та, тӗрлемессем  паллă ентешпе  тивӗçлипех мухтанаççӗ, ăна асра тытаççӗ.