Пуш уйĕхĕн 22-мĕшĕнче 5б класс ачисемпе шкул библиотекинче «Вăрман пурнăçĕ» ятлă кĕнекепе вулакансен конференцине иртертемĕр. Ытларах çак ыйтусене пăхса тухрăмăр. Мĕн вăл ăрман? Вăрманта мĕнле чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕксем пурăнни çинчен, вăрман мĕнле усă панине, ăна пирĕн мĕнле майпа сыхласа хăвармалли çнчен пăхса тухрăмăр. Ачасен хуравĕсем çапла пульчĕç Вăрман вăл – йывăçсем, тĕмсем, курăк. Вăрман вăл – тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем. Вĕсен юр çинчи, хăйăр çинчи, пылчăк çинчи йĕрĕсем. Упа хуçнă йывăçсем, мулкач кăшланă вулăсем, пăши çинĕ туратсем. Хăнтăр çырмисем, тăрна шурлăхĕсем, кăвакал куллисем. Вăрман пире вутă, сухăр, хăма парать. Вăрманта эпир мăйăр, çырла, кăмпа тататпăр. Вăрмантах хамăр вали çирĕп сывлăх, хаваслă кăмăл тупатпăр тата çутçанталăк вăртăнлăхĕсемпе тĕл пулатпăр. Çавăншăн пирĕн вăрмана пархатарлăн тав тумалла, ăна сыхласа та упраса хăварас тесе, унăн пурнăçне лайăх пĕлмелле. Вулакансен конференцийĕнче çак ачасем пуçарллă пулчĕç Каллина Д., Николаева И., Прохорова Ю., Осипов А., Симаков К., Шигильчев Д., Юсов Д.