«Пакша кучченеçĕ»

      Пуш уйĕхĕн 23-мĕшĕнче 5а класс ачисемпе шкул библиотекинче «Пакша куччнеçĕ» ятлă кĕнекине пăхса тухрăмăр. Чи малтанах Раççей Федераци Президентчĕн «Çут çанталăка усрас çулĕ» указне , çут çантăк правилисене пăхса тухрăмăр. Каярахпа çак ыйтусене  тишкертĕмĕр. Вăрман пурнăçĕ , мĕнле чечексем, усен-тăрансем, кайăк-кĕшĕксем пурăнни çинчен, вĕсем çынна мĕнле усă панине, çут çанталăка сыхлама, тавралăх илемне упрама вĕренмелли çинчен тата вĕренекенсем çулсерен тавралăха упрас тĕллевпе йывăç лартса устернисĕр пуçне кайăксем валли вĕлле, сырăш хатĕрлемелли, апат-çимĕç савăчĕпе пакет, кĕленче пăрахса хăврмалла марри  çинчен пăхса тухрăмăр.   Тишкерĕвре çак ачасем хастарлă пулчĕç Христофорова Т., Демьянов Г., Субакаева Ю., Мостякова Л. Юлашкинчен  çут çанталăка халалласа çырнă кĕнекесемпе палашрамар