Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн , ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан мĕн пур ялпа хулара чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслес тĕллевпе пĕрремĕш хут «Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктанчĕ-2013» акци иртрĕ. Çак акцие Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-9-мĕш класра вĕренекенсем те хутшăнчĕç. 10 ача 1 сехет хушшинче Чăваш халăх поэчĕ Ю.Сементер хатĕрленĕ текст тăрăх «Хамăрăн пуласлăх-тăван чĕлхемĕрех» диктант çырчĕç. Унтан ĕсене тĕрĕслеме электрон почтипе Шупашкара ярса пачĕç. Ачасем пурте диктант пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.