Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта « Пирӗн ентешсем – çыравçăсем» конференци иртрӗ. 9- мӗш класра вӗренекенсем хамăр тăрăхра çуралса ÿснӗ çыравçăсен пурнăçӗпе тата вӗсен хайлавӗсемпе паллаштарчӗç. Ун хыççăн викторина иртрӗ. Викторина ыйтăвӗсене чи хастар хуравлакансем хушшинче Субакаева Юлия, Мостякова Лиана, Данилов Евгений, Христофорова Татьяна пулчӗç. Ачасем хамăр тăрăхри пултаруллă çыравçăсемпе мăнаçланаççӗ, вӗсене яланах асра тытаççӗ.