Ака уйăхӗн 26- мӗшӗнче Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта «Шур акăш тӗкӗ евӗр эс çемçе» илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Конкурса 1 – 11 класра вӗренекенсем хутшăнчӗç. Ачасем чăваш чӗлхи, тăван çӗр- шыв çинчен тӗрлӗ поэтсен сăввисене вуларӗç. Кӗçӗн классем хушшинче:
1 вырăн –Смолина Мария (4- мӗш класс)
2 вырăн –Семенов Артем (2- мӗш класс)
3 вырăн –Герасимова Диана (4- мӗш класс)
Вăтам классем хушшинче:
1 вырăн –Максимов Александр (8- мӗш класс)
2 вырăн –Дмитриева Мария(7- мӗш класс),Саперова Светлана (8- мӗш класс)
3 вырăн –Герасимова Кристина (6- мӗш класс)
Аслă классем хушшинче:
1 вырăн –Анисимова Елена (10- мӗш класс)
2 вырăн –Демьянова Надежда (11- мӗш класс)
Вӗрентекенсем ачасене татах та конкурса активлă хутшăнма ăнăçу сунчӗç. Çӗнтерÿçӗсене Хисеп хучӗсем кӗтеççӗ.
Тăван чӗлхе! Ӗмӗрлӗхе эс пурăн,
Атте-анне пек, эс пӗртен – пӗрре.
Ман саншăн хатӗр чи хисеплӗ вырăн,
Мухтав сана, тăван чӗлхемӗре!
Анатолий Юман