И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканӗ

Вăй илтӗмӗр çӗнӗ тӗнче тумалăх,

                  Çитетпӗр çÿллӗ ӗмӗтсем патне.

        Çапах нихçан, нихçан та манмӗ халăх

  Хăйне букварь тыттарнă çын ятне.

                  Александр Алка,Чăваш халăх поэчӗ.

    Ака уйăхӗн 25- мӗшӗнче Тӗрлемесри  пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вăтам шкулта « И.Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканӗ» Яковлев вулавӗсем иртрӗç. Ӑна аслă Вӗрентекенӗмӗр çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Унта 1-8-мӗш класра вӗренекенсем хутшăнчӗç. И.Я.Яковлев -   чăваш халăхне çутта кăлараканӗ, чăвашсен çӗнӗ çырулăхне пуçарса яраканӗ,педагог, куçаруçă,çыравçă, тӗнчипех паллă çын. Семёнова Полина Александровна, чăваш  чӗлхипе литературине вӗрентекен, «  И.Я.Яковлев  пурнăçӗпе пултарулăхӗ» презентаципе паллаштарчӗ. Ачасем Вӗрентекенӗмӗр  çырнă« Чăваш халăхне»  халала аса илчӗç, пӗтӗмлетÿсем турӗç.