Ака уйĕхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине халалласа 6-мĕш класс ачисемпе шкул библиотекинче И.Я.Яковлев çырнă «Çитĕннĕ вăхăт» кĕнекипе вулакансен конференцине иртертĕмĕр. Вулав конференции пуçланиччен чăваш чĕлхипе литература учителĕ Çеменова П.Ă. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕпе, ăна халалласа хатĕрленĕ презентацийĕпе паллаштарчĕ Кĕнекере пурĕ тăватă пай, кашни сыпăкĕ хăйне евĕр пĕчĕк калав. Ачасемпе кĕнекере И.Я.Якăвлевăн ачалăхне, шкулта вĕреннĕ тапхăрне, чăвашсен пурнăçне, йăли – йĕркине, юрри-ташшине, гимназире вĕреннĕ чухнех тăван халăх валли çыруллăх йĕркелесси пирки тăрăшнине тимлĕн пăхса тухрăмăр. Шкул библиотекăрĕ Белова Ĕ.Н. Яковлевăн чăваш халăхне панă халалĕпе паллаштарчĕ, И.Я.Яковлев тăрăшнипе1875-1903 çулсен хушшинче мĕле чăваш шкулĕсем уçни пирки , Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тĕрлемес çыннисем вĕренсе тухни çинчен каласа хăврчĕ Юлашкинчен «Сирĕншĕн чунран эп тăрăшрăм» кĕнеке çулĕкĕпе паллаштарчĕ . Вулавçăсен конференцийĕнче Герасимова К., Шанкова Л., Платонова А., Григорьев К. тата ыттисемте тимлĕн хутшăнчĕç.