Юхма Мишши çуралнăранпа - 80 çул

Юхма Мишши (чăн ячĕ Юхма Михаил Николаевич) – чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ, 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл чăваш халăх писателĕ, Чăваш енĕн, Тутарстан, Мари Эл, Удмурт республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕрлешнĕ Нацисен Ушкăнĕн парнине тата ылтăн медальне тивĕç пулнă. Ăна Тĕнчери литературăн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячĕллĕ парнине, нимĕçсен „Çĕнйĕркелĕх“ парнине, турккăсен „Тĕрĕк тăнчишĕн тунă пысăк ĕçсемшĕн“ хисеп парнине панă. Унăн паллăрах ĕçĕсем: „Çăлтăрсем чĕнеççĕ“, „Мускав çулĕ“, „Эльпи чечекĕсем“, „Кăвак çĕмрен“, „Еткер“, „Термен“, „Анне çăкăрĕ“, „Авалхи чăвашсем“, „Атте пахчи“.

            Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8 -мĕш классемпе Юхма Мишши çыравçă 80 çул тултарнине халалласа „Пурнăç сукмакĕ           çинче„ , пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх, вулав конференцийĕ иртрĕ. Çыравçă пурнăçĕпе  Семёнова  П.А. вĕрентекен паллаштарчĕ.   Унтан Юхман пултарулăхĕ тăрăх калаçрĕç, хайлавĕсене аса илчĕç. Ачасене çыравçăн хайлавĕсем тыткăна илчĕç. Юлашкинчен шкул библиотекарĕ Белова Е.Н. Юхма Мишшин кĕнекисен куравне йĕркелерĕ. Ачасем конференцинче чылай кăсăклине пĕлчĕç.