Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Пĕрремĕш кун чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. ертсе пынипе ачасем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Хаçатсем тĕрлĕ ятпа тухрĕç: „Тăван чĕлхе – халăх мулĕ“, „Тăван чĕлхе – анне чĕлхи“, „Грамматика вăййисем“, „Юхма Мишши çуралнăранпа 80 çул“, „Аслă вĕрентекенĕмĕр“, „Чăваш хаçачĕсем”. Хаçатсенче тăван чĕлхе, халăх сăмахлăхĕ, Чăваш çĕр-шывĕн мухтавлă çыннисемпе, ребуссемпе, шÿтлĕ ыйтусемпе паллашма пулать.