Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем „И.Я.Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ“ реферата хÿтĕлерĕç. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патрирхăмăр – çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çĕклес тесе тăрăшнă.
Ачасем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ, унта вăреннĕ паллă çынсем çинчен кăсăкланса каласа пачĕç , унăн калавĕсене аса илчĕç, ăна халалланă сăвăсем вуларĕç. Уйрăмах рефератсен хÿтĕлевне Фадеева А., Шимлых П., Герасимова К., Захарова К. хастар хутшăнчĕç.
Унтан чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П,А. тест ирттерчĕ. Вĕренекенсем тест ыйтăвĕсене хаваслансах хуравларĕç.