Юхма Мишши – чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ. 1936 çулхи Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралса ÿснĕ. Патăрьелĕнчи вăтам шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. Çыравçă кăçал 80 çул тултарчĕ. Вăл ача-пăча валли те нумай çырнă: «Çăлтăрсем чĕнеççĕ“, „Элпи чечекĕсем“, «Мулкач валли шурă кĕрĕк“, „Шур акăш тĕкĕ“, „Хĕвел хăлхи“ тата ыттисем те.
Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 6-мĕш классемпе Юхма Мишшин „Шурçамка“ хайлавĕ тăрăх конференци иртрĕ. Çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе Семёнова П.А. вĕрентекен паллаштарчĕ. Повеçри тĕп сăнар – Шурçамка кашкăр. Вăл пурăнасшăн, çурине ÿстересшĕн, амине çăлса хăварасшăн. Вĕренекенсем вуланă хайлав тăрăх тухса калаçрĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Унтан Семёнова П.А. повесть тăрăх викторина ирттерчĕ. Галеева А., Сидоркина А., Михайлова Д. тата ытти вĕренекенсем конференцие активлă хутшăнчĕç, ыйтусем тăрăх тĕрĕс хуравсем пачĕç. Мероприятире çĕнни, ачасемшĕн кăсăкли нумай пулчĕ.