«Тăван çĕр-шывăм – савнă Чăваш ен“ викторина

Сан яту ытла та ырă,

Çав тери чечен.

Сан çинчен юрлатпăр юрă,

Чаплă Чăваш ен.

                 Л.Смолина

            Пирĕн планета çинче 3 пин тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем 5 пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ. Патшалăхсен шучĕ вара 200-е яхăн. Çапах та пирĕншĕн кашниншĕнех чи хаклă, чи юратнă кĕтес пур. Вăл пирĕншĕн яланах илемлĕ, илĕртÿллĕ, ырă , хăватлă. Мĕншĕн тесен вăл – Тăван çĕр-шыв.  Пирĕншĕн çакăн пек юратнă, çуралнă çĕршыв вăл - Чăваш Республики.    Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8-мĕш классемпе «Тăван çĕр-шывăм – савнă Чăваш ен“ викторина иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. ачасене валли кăсăклă ыйтусем хатĕрленĕ. Вĕренекенсем хамăр Тăван çĕр-шыв çинчен: хулисем, унăн çыннисем, патшалăх символĕсем,уй-хирĕ, вăрманĕ, шывĕ çинчен хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Викторинăра Шигильчев Д., Осипов А., Николаева И., Каллина Д., Прохорова Ю. уйрăмах хастар пулчĕç. Тăван çĕре, тăван кĕтесе яланах асра тытасчĕ.