Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, Чăваш Республикинче „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхи пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Ăна йĕркелекенсен йышĕнче гуманитари институчĕ, вĕренÿ институчĕ, „Хыпар“ хаçат, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Кăçалхи Пĕтĕм чăваш диктант текстăн авторĕ Александр Артемьев. Ăна Чăваш енри ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Çак кун шкул ачисем те, тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕнче вĕренекенсемпе аслă ÿсĕмрисем те чĕлхе правилисене еплерех пĕлнине тĕрĕслеме пултарчĕç. Диктанта вĕрентекенсем вуланипе те, Чăваш наци радио урлă итлесе те çырма май пулчĕ.
Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак акцие 20 вĕренекен тата 5 вĕрентекен çырма хапăл турĕç. Вĕсем „Çăкăр хакĕ“ ятлă диктант çырчĕç. Халĕ пурте диктант пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.