Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ, Иван Яковлевич çуралнă кун. И.Я.Яковлев – чăвашсене çутта кăларакан, халăхне çырулăх парнелекен, чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварне кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан.
Çак кун Ельчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв иртрĕ. Унта районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсем, шкул ертÿçисем хутшăнчĕç. Çак уявра Тĕрлемесри шкулта вĕрентекенсем те пучĕç. Хăнасене „Эткер“ фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Унтан вĕрентекенсемпе Елена Викторовна Михайлова, “Тăван ен“ кĕнеке авторĕ, „Вĕренÿ учрежденийĕсенчи ФГОС пурнăçа кĕнĕ тапхăрти этнокультура компоненчĕ“ темăпа ăслăлăх класĕ ирттерчĕ. Ун хыççăн вĕренекенсем хăнасене А.Д. Иливанов ячĕллĕ шкул музейĕпе, Этнографи , Ĕçпе Çар мухтавĕ, Краеведени залĕсемпе паллаштарчĕç. Унтан хăнасем чăваш наци апатне астиврĕç. Малалла уява ачасен „Атăл“ музыка шкулĕн концерче тăсрĕ. Чернов Н.И.- Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ертÿçи, Зорин Ю.А.- Чăваш Наци Конгресĕн Президиум членĕ тухса калаçрĕç, пухăннисене Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕç. Унтан Воробьева О.А.- район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ , „Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул“ конкурса район шайĕнчи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Концерта „Эткер“ фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Юлашкинчен пурне те чăваш апачĕпе – шÿрпепе- хăналарĕç.