Юпа уйăхĕн 29- мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен иккĕмĕш класс ачисем амăшĕсемпе пĕрле кĕрхи уява пухăнчĕç. Уява класс ертÿçи Людмила Алексеевна уçрĕ. Вăл ачасене чĕрĕке ăнăçлă вĕсленĕ ятпа, амашĕсене кĕрхи ĕçсене пĕтернĕ ятпа саламларĕ. Унтан ачасем кĕр илемне мухтаса сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç. Уявра «пахча çимĕçсем» те хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсем мĕнле усăллă пулни çичен каласа пачĕç. «Чĕр чунсем» хĕле мĕнле хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕç.