Чÿк уйăхĕн 27- мĕшĕнче пур çĕрте те Аннесен кунне уявлаççĕ. Çак уява Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен иккĕмĕш класс ачисем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Вĕсем амăшĕсем валли хăйсен аллипе илемлĕ открытка – сувенир туса хатĕрлерĕç. Открыткине «чĕре» евĕр турĕç. Ăшă, салам сăмахĕсене çырса илемлетрĕç. Салампа пĕрлех ачасем амашĕсене еплерех юратнине пĕлтерчĕç.