Сывлăха çирĕплетер!

Вĕçсе пырап конькипе,

Хăлхасем хĕп-хĕрлĕ.

Чăр- чар чĕрсе пынипе

Пăр çийĕ пит йĕрлĕ.

 

     Эх, çанталăкĕ мĕнле хитре! Паян -  канмалли кун, раштавăн 25- мĕшĕ. Иккĕмĕш класс ачисем хăйсен ертÿçипе пĕрле каток çине ярăнма тухрĕç. Кунта ачасем туллиех пуçтарăннă. Малтанах аслă класра вĕренекенсем катока юртан хырса тасатрĕç. Унтан чăн -  чăн савăнăç пуçланчĕ. Хăшпĕр ачасем  каток çинче пĕрремĕш хут. Вĕсем коньки çинче тăма вĕренеççĕ. Теприсем ăмăртмалла хоккей выляççĕ.

    Ачасене каток çинче питĕ килĕшрĕ.