Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш патшалăх филармонинчи кулăшпа сатира театрĕн ĕçченĕсем тата Чăваш эстрада çăлтăрĕсем пулчĕç.
Николай Кляжев, Леонид Петров, Ольга Ухтерикова тĕрлĕ мыскарасем, шÿтсем кăтартса ачасене савăнтарчĕç. «Дуняша» ансамбль пикисем куракансене юмах тĕнчине илсе кĕрсе «Буратино», «Разбойники» юрăсене парнелерĕç. Хамăрăн ентеш Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Любовь Семёнова хăйĕн çепĕç та уçă сассипе чăваш юррисене шăрантарчĕ.
Ачасем, вĕрентекенсем артистсен пултарулăхне курса питĕ кăмăллă юлчĕç.