Тăван чĕлхе! Эп сансăр – мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух – манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
Анатолий Юман
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ – Тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна халалласа, Тĕрлемесри ялти библиотекăра „Манăн тăван чĕлхе атте-анне чĕлхи – чăваш чĕлхи“ уяв иртрĕ. Уява Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. уçрĕ. Вăл уява пухăннисене „Чăваш халăх пултарулăхĕ: ача-пăча сăмахлăхĕ“ кĕнекепе паллаштарчĕ. Унтан библиотекăн активлă вулаканĕ, Кудрявцев А.В. хăйсем ача чухне вылянă вăйăсем çинчен каласа пачĕ, хăш-пĕр вăййисене выляттарса та пăхрĕ. Библиотекăн тепĕр хастар вулаканĕ, Сидоркина Л.К. хăй çырнă „Шăпа“, „Чечексем“, „ Шухăшсем“ сăввисемпе паллаштарчĕ. Кунсăр пуçне вăл ал ĕçĕ тума та питĕ ăста. Унтан вăл вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ĕçĕсене кăтартрĕ. Унтан Андреева Н.С., вăл та активлă вулакан, К.В.Ивановăн „Нарспи“ поэма сыпăкĕсене ытарлăн вуласа пачĕ. Уява килнĕ 9-мĕш классем те паллă чăваш поэчĕсен сăввисене илемлĕ вуларĕç. Уйрăмах Субакаева, Кривова маттур пулчĕç. Павлова Л.А. библиотекарь ачасемпе викторина ирттерчĕ. Ачасем викторинăн кăсăклă ыйтăвĕсене хуравлама хастар хутшăнчĕç. Юлашкинчен Андреева Н.С., Сидоркина Л.К. тата Иливанова Е.М. библиотекарь çăм арласа ăсталăх класĕ кăтартрĕç. Тăван чĕлхе кунĕ чăн-чăн уяв пулчĕ, унта хаваслă та туслă лару-тăру хуçаланчĕ.