Сергей Павлов – чăваш çыравçи

Павлов Сергей Лукиянович 1955 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Вăл чăваш прозăçи, журналисчĕ. Калавĕсемпе повеçĕсем хаçат-журналта 40 çул ытла  пичетленеççĕ. Хайлавĕсем руспубликăри „Çулталăк кĕнеки“ конкурсра тăтăшах чи вулакансен шутне кĕреççĕ. Çĕнĕ çĕр çуллăх пуçламăшĕнче кăна темиçе пысăк, калăплă хайлав çапăнчĕ: „Сĕлкĕш“, „Тан таппи“, „Сарă хăмăш, сар хăях“, „Тĕтре“, „Авăр“.

            Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ. Сергей Лукиянович  калаçăвне ача чухне пулса иртнĕ кăсăклă самантсенчен пуçларĕ. Хăйĕн литературăри утăмĕсем сăвă  çырнинчен пуçланнине палăртрĕ. Унтан çыравçă хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ, унти сăнарсем çинчен каласа пачĕ, ачасене интереслентерекен ыйтусем çине хуравларĕ. Юлашкинчен çыравçă ачасене кĕнекепе туслă пулма сунчĕ.

            Вĕренекенсем паллă писатель çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç.