Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Куславккари ачасене аталантаракан „Пчелка“ центрта „Туслăх хĕлхемĕ“ фестивалĕн район тапхăрĕ иртрĕ. Фестивальте 6-8-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Унта чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли „Çăлтăрчăк“ вăйă конкурсăн тата „Шевле“ ÿнер ăсталăхĕн конкурсне кĕртнĕ. Чи малтанах „Çăлтăрчăк“ конкурса хутшăнакансен пилĕк станци витĕр тухма тиврĕ. Вĕсем:
1. „Чĕлхе халăх мулĕ“.
2. „Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать“.
3. „Тăван кил ăшши — атте-анне ăшши“.
4. „Илемлĕх тĕнчи“.
3. „Пирĕн пултарулăх“.
„Çăлтăрчăкра“ вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, чăваш литературин классикĕсен тата юбилярсен хайлавĕсене илемлĕ вулани, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ. „Шевле“ конкурса ачасем чăваш писателĕсен литература хайлавĕ тăрăх ÿкерчĕк хатĕрленĕ.
„Туслăх хĕлхемĕ“ фестивальте Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Полкова М. „Çăлтăрчăк“ вăйă конкурсра, Герасимова Е. «Шевле» конкурсра II – мĕш вырăн йышăнчĕ.