Чăваш сăмахĕ – пирĕн чăн çăлкуçĕ,
Шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре.
Унпа кăна поэт хăйне çул уçĕ,
Унпа кăна вăл чĕрĕ тĕнчере.
(Петĕр Хусанкай)
Ака уйăхĕн 18-25-мĕшĕсенче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш чĕлхипе литература эрни иртет.
Эрне «Юбиляр çыравçăсем» -стена хаçачĕсем кăларнинчен пуçланчĕ. Çак кун 5-11-мĕш класра вĕренекенсем стена хаçачĕсем кăларчĕç. Хаçатсенче юбиляр çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕн тапхăрĕсемпе паллашма пулать.
Кунта: Петĕр Хусанкай, Анатолий Смолин, Александра Лазарева, Александр Кăлкан, Василий Давыдов-Анатри çыравçăсене халалланă хаçатсем пулчĕç.