Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. ертсе пынипе 7-мĕш классем хушшинче „Ăслă вăйă“ ăмăрту иртрĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланчĕç: „Юман“ тата „Хурăн“ ăмăртрĕç. Ачасем чăваш литератури урокĕсенче вĕреннĕ материала аса илсе тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем пурнăçларĕç. Кунта: панă текст тăрăх хайлав ятне тата сăнарне пĕлесси, ваттисен сăмахĕсене вĕçлесси, вырăсларан чăвашла куçарасси, çыравçăсен çуралнă вырăнне каласси тата ытти кăсăклă ыйтусем пулчĕç.Вăйăра уйрăмах „Юман“ ушкăн хастар пулчĕ. Вĕсем ыйтусем çине хăвăрт та тĕрĕс хуравларĕç.