Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017

      Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, республикăра тата унăн тулашĕнче „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акци иртрĕ. Унта хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çынах хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслерĕ. Ăна ытти чухнехи пекех Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕн институчĕ, ЧР Вĕренÿ институчĕ, „Хыпар“ хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕпе телекуравĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси – акцин унчченех çирĕпленнĕ тĕллевĕ. Диктанта Чăваш наци радио урлă  итлесе те,  вĕрентекенсем вуланипе те çырма май пулчĕ. Ку хутĕнче Пĕтĕм чăваш диктантне Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă.

       Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак акцие тăхăр вĕренекен тата улттăн çак шкулта ĕçлекенсем çырма хапăл турĕç. Вĕсем пĕр сехет хушши  Геннадий Волковăн „Ăслă ача“ калавĕ тăрăх  диктант çырчĕç. Унтан ĕçсене тĕрĕслеме электрон почтипе района ярса пачĕç. Халĕ вĕсем пурте диктант пĕтĕмлетĕвне  кĕтеççĕ.