„Шупашкар кулачĕ“

Павлов Сергей Лукиянович 1955 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Вăл „Хресчен сасси“ хаçатăн тĕп редакторĕ, журналист, паллă писатель. Унăн паллă хайлавĕсем: „Сĕлкĕш“, „Тан таппи“, „Авăр“, „Серепе“, „Хаяр ытам“, „ Сиплĕ çумăр“ тата ыттисем те. Çыравçă ачасене валли те çырать. Унăн хайлавĕсене ачасем кăмăллаççĕ, юратса вулаççĕ.

            Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 6-мĕш класра С. Павловăн „Шупашкар кулачĕ“ тăрăх вулав конференцийĕ иртрĕ. Семёнова П.А. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен писатель пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Герасимов А.тата Семенов А. Сашук сăнарĕ çинчен каласа пачĕç. Сашук саккăрти ача -  калаври тĕп сăнар. Вăл амăшне мĕн тери юратнине, упрама тăрăшнине куртăмăр. Кузьмин Д. тата Шимлых А. ыйтусем çине тĕрĕс хуравларĕç.

            Шкул библиотекарĕ Белова Е.Н. кăçалхи çул Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине палăртрĕ. Атте-аннене яланах юратмаллине, хисеплемеллине, пулăшмаллине каларĕ. С.Павлов калавĕнче хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен калани çинче чарăнса тăчĕ. Юлашкинчен прозаик кĕнекисемпе паллаштарчĕ.