Чăваш чĕлхи кунĕ

            Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур: вырăссен-вырăс чĕлхи, чăваш халăхĕн вара-чăваш чĕлхи. Мĕн тери çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхи! Кашни сăмахĕ чуна пырса тивет.

            1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ çапла йышăннă: Чăваш чĕлхи кунне туса хурас, ăна чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я.Яковлев çуралнă кун – ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвас. Çапла вара Чăваш чĕлхи кунне пирĕн республикăра 1992 çултанпа уявлаççĕ. Çак уява халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта „И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ“ калаçу, презентаци куравĕ иртрĕ. Чăвашсен паллă çыннисем хушшинче И.Я. Яковлев паллисенчен пĕри. Тăван халăха валли çырулăх йĕркеленисĕр пуçне вăл уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ вĕрентÿ, литература, культура, искусство çыннисене хатĕрленипе те сăваплă. Яковлев кун-çулĕ чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçпе тачă çыхăннă. Унăн ĕçĕсем паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл панă халалăн çути сÿнмен.

            Ачасем Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен туллин паллашрĕç.