Этемлĕх XX ĕмĕр варринче космоса тухрĕ. Тĕнче уçлăхне çул уçакансем – пирĕн çĕршыв çыннисем. Эпир малтанхи космонавтсен йышĕнче пирĕн ентеш Андриян Григорьевич Николаев пулнипе чĕререн мухтанатпăр.
Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт – лётчикĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 88 çул çитрĕ. Çак куна халалласа Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 2-мĕш класра вĕренекенсем класс ертÿçипе пĕрле ас тăвăм урокĕ ирттерчĕç. Анилина И.А. ачасене кĕскен космонавтăн биографипе паллаштарчĕ. Унтан 6-мĕш класри Симакова Л. Николаев вулавĕн конкурсĕнче хÿтĕленĕ «Андриян Николаев сăнарĕ - чăваш литературинче» презентаципе вĕренекенсен умĕнче тухса калаçрĕ. Ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç, кăтартнă кĕнекесене илсе вулама сăмах пачĕç.
Çулсем иртеççĕ, анчах та эпир Андриян Николаев ятне нихăçан та манмастпăр, яланах асра тытатпăр, ун çинчен татах та ытларах вуласа пĕлме тăрăшатпăр.
Шел, пирĕн хушăра çук халĕ
Хастар та паттăр Андриян…
Çук – çук, Сан Çăлтăру çухалмĕ,
Яту та янрĕ ян! та ян!