Хăрушă ĕмĕрте çĕклерĕн эсĕ
Тăван Раççейĕн чăн ăслăлăхне.
Пур халăхшăн та çĕнĕрен эс уçрăн
Пуян ăс-халлă Ази алăкне.
П.Хусанкай
Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10-мĕш классемпе Н.Я.Бичурин 240 çул тултарнине халалласа „Тĕнчипе паллă манах“ литература сехечĕ иртрĕ. Никита Яковлевич 1777 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар районне кĕрекен Типнерте çуралнă. Хусанти Тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă. Кĕçех ăна тĕн миссийĕн ĕçĕпе Китая яраççĕ. Пулас ученăй кунта 14 çул пурăнать, тухăçри халăхсен чĕлхине вĕренет, тĕрлĕрен словарьсем хатĕрлет, истори, этнографи, экономика, географи, Китай халăхĕн историйĕ çинчен материал пухать. Раççее таврăнсан вăл Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче ĕçлет, Азири халăхсен аваллăхне тĕпчесе нумай кĕнеке çырать.
Литература сехетне чаваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. уçрĕ. Вăл çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ, презентаципе паллаштарчĕ. Унтан вĕренекенсем Петĕр Хусанкай çырнă „Н.Я.Бичурина (Иакинфа) „ сăввине вуларĕç, тĕпчевçĕн „Тĕлĕк“ одине тишкерчĕç. Шкул библиотекарĕ Белова Е.Н. Бичурин кĕнекисен куравне йĕркелерĕ, вĕсем çинчен каласа пачĕ.