Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсемпе конференци иртрĕ. Мероприятие Григорий Тимофеевич Тимофеевăн „Тăхăр ял“ кĕнеки тухнăранпа 45çул çитнине халалланă. Конференци çыравçă çуралса ÿснĕ çурт умĕнче, Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче иртрĕ.
Тимофеев тăван шкултан, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Учитель ятне илнĕ хыççăн Тутарстанти Элшелти чăваш шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. Унăн литературăри паллă ĕçĕ вăл - „Тăхăр ял“ кĕнеке. Ку вăл хăй учительте малтанхи вăхăтра ĕçлесе пурăннă таврари ялсенчи чăвашсен пурнăçне çырса кăтартнă илемлĕ очерксен пуххи.
Конференцие чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. уçрĕ. Вăл писателĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕн тĕп тапхăрĕсем çинче чарăнса тăчĕ, „Тăхăр ял“ кĕнекери текстсемпе паллаштарчĕ. Унтан çак ялти Жилина Л.Г. библиотекарь хăй Элшеле кайса курни çинчен каласа пачĕ. Ун хыççăн шкул библиотекарĕ Белова Е.Н. тата Тĕрлемес станцинче ĕçлекен Павлова Л.А. библиотекарь этнограф çинчен малалла калаçрĕç, вĕренекенсем панă ыйтусем çине хуравларĕç.
Ачасем кунта нумай çĕннине, кăсăклине пĕлчĕç. Чăн та, тĕрлемессем паллă ентешпе тивĕçлипех мухтанаççĕ, ăна асра тытаççĕ.