Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчипе Ваттисен кунне уявлаççĕ. Çак кун эпир хамăрăн аслă ăрăва хисепленине, сума сунине, вĕсене манманнине кăтартатпăр.
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кĕçĕн классенчи вĕренекенсем хăйсен аслашшĕ – асламăшĕсене, кукашшĕ – кукамăшĕсене шкула йыхравласа тĕрлĕ юрă - ташăпа савăнтарчĕç. Ачасем хăнасене хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесемпе савăнтарчĕç. Хăйсен мăнукĕсене ытти ачасем хушшинче курсан тата ытларах хĕпĕртерĕç чĕннĕ хăнасем.
Пĕр - пĕрне чылайранпа курманскерсем, малалла ăшă калаçăва сĕтел хушшинче тăсрĕç. Анилина И.А., 2-мĕш класс ертÿçи, ватăсене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурнăç çулĕпе малалла та хастаррăн утма çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Прохорова Л.Н., атте – анне çинчен хăй çырнă чĕрене тивекен сăввисене вуласа пачĕ. Итлесе ларакансен хушшинче те сăвă вулакан тупăнчĕ. Соловкина Т. хăйĕн хунямăшне халалланă сăвва вуласа пачĕ. Хисеплесе сумлă та пархатарлă уяв йĕркелесе ирттернĕшĕн пурне те тав турĕç хаклă хăнасем.