Сывлăхлă пулар

Сывлăхлă пулар

     Сирĕп сывлăхлă, вăйлă, патвар пулас тесессĕн, ачасен спортпа тата физкультурăпа туслă пулмалла. Кашни ире Тĕрлемесри шкулта вĕренекен 3-мĕш класс ачисем зарядкăран пуçлаççĕ. Унта вĕсем тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Физкультура çынна эмелсенчен пулăшать. Спортпа туслă çын яланах сывă пулать. Çакна ачасем питĕ аван пĕлеççĕ. Çавăнпа та вĕсем хусканусене хăйсем пултарнă таран тăрăшса тăваççĕ.  Зарядка тунă хыççăн лайăх кăмăлпа урока кĕрсе лараççĕ.  


Источник: Казакова Л.А., класс ертӳçи