Анне – кашни çыншăн чи хаклă сăмах

Анне – кашни çыншăн чи хаклă сăмах

     Чӳк уйăхěн юлашки вырсарни кунěнче пирěн çěр – шывра чи çывăх çыннăмăра – аннене халалланă уява ирттереççě. Ку çул анне уявě чӳк уйăхěн 27-мěшěнче пулать. Çак кун кашни çын хăйěн амăшне уяв ячěпе саламлать. Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан вăтам шкулти 3-мӗш класс ачисем «Чи пěлтерěшли çинчен калаçатпăр» иртермелли черетлě  класс сехечěн вăхăтěнче «Анне – кашни çыншăн чи хаклă сăмах» темăна хускатрěç.  Занятин тěллевě - аннене юратма, тав тума, хисеплеме, уншăн тăрăшма вěрентесси.  Ачасем Б.Даниловăн «Хăш вăхăтра çывăрать – ши анне?» калавне вуласа тишкерчěç, ваттисен сăмахěсен пуçламăшěпе вěçěн шухăш тăрăх тӳр килмен вырăнсене юсаса çыпӑçтарчěç. Вěренекенсем анне кунě уявěн символě кăвакарчăн куçě чечекě (незабудка) пулнине те пěлчěç.   «Манăн анне – чи лайăххи» вăйă вылярěç, аннесен паха енěсене хěвел пайăркисем çине çырса çыпăçтарчěç, мӗншӗн тесен  кашни ачашӑн анне - чи хаклӑ, чи çывӑх, чи тӑван тата чи юратнӑ çын. 



Источник: Анилина И.А., Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан вăтам шкулти 3-мӗш класс ертӳçи