Тӑван чӗлхе кунне халалласа

Тӑван чӗлхе кунне халалласа

     "Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе — халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ", - тенӗ Г. Н. Волков ӑсчах. Февралӗн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунне паллӑ тӑваççӗ. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чěлхе кунне Тӗрлемесри вăтам шкулти 3-мěш класра вӗренекенсем те хастар хутшăнчěç.  Класс ертӳçи Анилина И.А. вӗсене   тăван  чӗлхе  кашни çын пурнăçӗнче пысăк пěлтерӗшлě пулни çинчен кӗскен каласа пачӗ.  Ачасем «Королевство потерянных языков» фильм – юмахăн  тӗп шухăшне  тепӗр хут аса илсе çирӗплетрӗç.  Унтан вěренекенсем чăваш юррисене шăрантарчěç, сăвăсем вуларӗç, «Хӗвелпе уйăх» вăйă вылярӗç. Тăван чӗлхене упраса – сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннӑн   тивӗçӗ. Апла пулсан, чăвашла савăнсах калаçар, чăваш юррисене те киленсех юрлар



Источник: Анилина И.А., 3-мӗш класс ертӳçи