Вера Кузьминана халалласа

Вера Кузьминана халалласа

     Пуш уйăхӗн 30-мӗшӗнче Куславкка округӗн Культура çуртӗнче СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалласа илемлӗ вулав конкурсӗн пӗрремӗш тапхăрӗ иртрӗ. Конкурса Тӗрлемесри вӑтам шкулти вӗренекенсем те  йышлӑн хутшӑнчӗç. Ачасем ăмăртмалла чăвашла, вырăсла сăвăсем янăратрӗç. Чылайăшӗ хăйсем çырнă сăввисене чуна витермелле шăрантарчӗç,  Вулакансем сцена çинче хăйсене çав тери ирӗклӗ, килӗшӳллӗ тытма пӗлнипе куракансене тӗлӗнтерчӗç. Жюри членӗсем çӗнтерӳçӗсене дипломсем парса чысларӗç, ятарлӑ парнесемпе  хавхалантарчӗç.  Ачасене çĕнтерÿпе саламлатпăр,  малалла та ăнăçусем сунатпăр, 

Источник: Анилина И.А., Казакова Л.А., Тӗрлемесри вӑтам шкулти кӗçӗн классенче вӗрентекенсем