Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет

Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет

   Тĕрлемесри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Кăçалхи çул ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çавна май  ака уйăхĕн 18 – мĕшĕнче „И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ” класс сехечĕсем иртрĕç. И.Яковлев 1848 çулта ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Тутарстанăн Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Вăл чăваш халăхĕн йывăр пурнăçне лайăх пĕлнĕ, вĕсене вĕрентесшĕн, çутта кăларасшăн тăрăшнă. Пирĕн вĕрентекенĕмĕр тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: алфавит йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне, литературине аталанма пулăшнă, пĕрремĕш чăваш букварĕ кăларнă, вĕренÿ кĕнекисем, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. 

  Ачасем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, презентаци пăхрĕç, калавĕсене вуласа тишкерчĕç.   Эпир халăха çутта кăларакана яланах асра тытатпăр. Кашни çул вăл çуралнă кун Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. 



Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен