„Ялан янра, чăваш чĕлхи” фестиваль

„Ялан янра, чăваш чĕлхи” фестиваль

   Иван Яковлевич Яковлевăн сумлă ĕçĕсем çинчен чăвашра пĕлмен çын та çук пулĕ. Унăн ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те  пĕлеççĕ. Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех ун ячĕпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Çавна май ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен „Ялан янра, чăваш чĕлхи” фестиваль иртет. Çак фестивальте хутшăнма Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсем те кăмăл турĕç. Вĕсем Яковлев çырнă калавсене вуласа социаллă сете вырнаçтарчĕç. Чăваш чĕлхи яланах янратăр, çитĕнекен ăру ăна манса ан кайтăр. 


Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен