Тĕрлемес ялĕнче ăслă, пултаруллă çынсем чылай. Çавсен шутĕнче – алă ăсти Гаврилова Галина Ниловна. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тĕрлемес ялĕнчи библиотекăра вăтам шкулти 10-мĕш классем çак „ылтăн” алăллă маçтăрпа тĕл пулчĕç. Галина Ниловна ачасене хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Кунта унăн: тухья, хушпу, çуха, мăй çыххи, чăваш тумĕ тăхăннă пуканесем. Ăстаçă пукане валли кĕпесем çĕленĕ, кайран тĕрлесе илемлетнĕ. Унăн ĕçĕсем хăйсем патне туртаççĕ. Вăл ачасене тухья-хушпу мĕнле ăсталамаллине тĕплĕн ăнлантарса, кăтартса пачĕ. Хĕр ачасем те унпа пĕрле эрешлерĕç.
Манас марччĕ асатте-асаннен ырă йăла-йĕркине, тумĕн илемĕпе пĕлтерĕшне. Ачасене несĕлсен пуянлăхне упрама, хисеплеме вĕрентесчĕ.