Чӑвашла уяв янӑратӑр!

Чӑвашла уяв янӑратӑр!

Чăваш уявĕ - чун илемĕ,

Чĕремĕрте - хĕвел ăшши,

Мĕне тăрать юрри-ташши! 

Хăйне кура - телей çĕклемĕ. 

   Тӗрлемесри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни пырать. Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, кӗçӗн классенче вӗренекенсене  сцена çине чӑваш уявӗ пуçтарчӗ. Хитре чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем юрӑсем юрларӗç, сӑвӑсем вуларӗç, вӑйӑсем вылярӗç. 

   Ҫак уяв кашнин чӗринче савӑнӑç туйӑмӗ çуратрӗ.


Источник: Пуçламӑш класс ертӳçисем