И. Я. Яковлев - ачасен асĕнче

И. Я. Яковлев - ачасен асĕнче



Тăван çĕршыв-Раççей çĕршывĕ,

Асаттесен çĕршывĕ Атăл тăршшĕнче,

Эс пултăн чăвашсен чăн прометейĕ,

Тĕттĕм хупланă салхуллă кунсенче.

                                           Юрий Вирьял

   Ака уйăхĕн 21- мĕшĕнче Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта 4- мĕш класра вĕренекенсем «И.Я.Яковлев- ачасен чĕринче» презентаципе паллашрĕç. Малтанах класс ертӳçи Людмила Алексеевна ачасене  аслă вĕрентекенĕмĕр ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.  Презентацие пăхнă май, ачасем И.Я.Яковлев кăларнă пĕрремĕш букварьпе, чăваш çырулăхĕпе, унăн ача-пăча валли çырнă кĕнекисене пăхса тухрĕç, тĕрлĕ кăсăклă ĕçсем  пурнăçларĕç. Вĕрентекенĕмĕр калавĕсем тăван халăха юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ.       Яковлев – чăвашсене çутта кăлараканĕ, ăс паракан, пирĕн ырă çыннăмăр. Чăваш ачисем валли вăл Атăл тăрăхĕнче 440 яхăн шкул уçма пултарнă. И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă.  Унăн ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах чаплă, хисеплĕ, сумлă, чыслă та тивĕçлĕ. Эпир ун ятне нихăçан та манмăпăр. 



Источник: Казакова Л.А., класс ертӳçи