Шӑрçалан, чӑваш тӗрри!

Шӑрçалан, чӑваш тӗрри!



   Тӗрлемесри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта чӑваш чӗлхипе литература  эрни вӗçленсе пырать. Кӗçӗн классенче вӗренекенсем ӗç урокӗсенче чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗ çинчен калаçрӗç. 

   Чӑваш тӗрри – эрешӗ илемлӗ кӑна мар, калама çук пуян та. Вӑл ытти халӑханнинчен чылай уйрӑлса тӑрать. Авалхи чӑваш тӗрри икӗ енчен пӑхсан та – тӳнтер те, пиччен те – пӗрешкел. Ҫакӑ чӑваш хӗрарӑмӗ тирпейлӗ, çав вӑхӑтрах чӑтӑмлӑ пулнине пӗлтерет. Унсӑр пуçне мӗн пур тӗрӗрех геометри орнаменчӗ пур. Тӗррисенче хӗрлӗ, хура, кӑвак, симӗс тата сарӑ тӗссем ытларах пулнӑ. Тӗрре яланах шурӑ тӗслӗ япала çине тӗрленӗ. Чӑваш тӗрринче 30 ытла çӗвӗ пулнӑ. Ҫӗвӗсенчен тӗрлӗ эреш йӗркеленӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пулнӑ.

   Ачасем чӑваш тӗрри – эрешне  шурӑ хут çине ӳкерчӗç, кирлӗ тӗссемпе сӑрласа илемлетрӗç. Пӗчӗк ӑстасен кӑмӑлтан тунӑ ӗçӗсем чӑннипех те илемлӗ, çыпӑçуллӑ пулчӗç.  Хут çинчи тӗрӗсене пӗчӗккӗн шурӑ канва  çине куçарма сӑмах пачӗç ал ӑстисем.  

 

Илемлӗ, илемлӗ 

илемлӗ чӑваш тӗрри.

Илемлӗ чӑващ тӗрри те

 тӗрлеме пӗлсен кӑна.






Источник: Анилина И.А., 3-мӗш класс ертӳçи