Семинар иртрĕ

Семинар иртрĕ

    Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка муниципалитет округĕсен хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсен семинарĕ иртрĕ. Сĕнтĕрвăррисем  Куславкка хăнисене çăкăр-тăварпа тараватлăн кĕтсе илчĕç. Семинар теми : «Школа-библиотека-музей: пути взаимного сотрудничества». Вăл районăн тĕп библиотекинче иртрĕ. Семинара Сĕнтĕрвăрри муниципалитет округĕн чăваш чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи  Л.В. Мордвинова уçрĕ. Унтан вĕрентекенсем тĕрлĕ темăпа калаçрĕç, хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç. Семинар ĕçне малалла тăснă май пухăннисем историпе краеведени музейĕнче пулчĕç. Семинар пуриншĕн те тухăçлă та усăллă итртрĕ. Тĕл пулупа пурте кăмăллă юлчĕç.

Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен