Асамлă чăваш тĕрри

Асамлă чăваш тĕрри

      „Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ”, - тенĕ И.Я.Яковлев. Пирĕн республикăра çулсерен Чăваш тĕрри кунне уявлаççĕ. Кăçал вăл тăваттăмĕш хут иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш культурине аталантарасси, чăваш тĕррине упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла аталантарасси пулса тăрать. Çак куна халалласа Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Класс сехечĕсенче ачасем тĕрĕ вăрттăнлăхĕпе паллашрĕç, кантăксене чăваш эрешĕсемпе илемлетрĕç, „Асамлă чăваш эрешĕсем” курав йĕркелерĕç, чăваш тĕррисене ÿкерсе сăрăсемпе сăрласа илемлетрĕç. Чăн та, чăваш тĕрри хăй илемĕпе илĕртет, чуна тыткăнлать

Мĕнле хитре чăваш тĕрри,-

Унта пин-пин çулсен йĕрри

                                                      В. Давыдов Анатри




Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен