Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ

   Февралӗн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тăван чӗлхе кунӗ. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. "Тӑван чӗлхе — халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе — халӑхӑн сумлӑ та телĕйлĕ малашлӑхӗ", — тенӗ Г. Н. Волков ӑсчах. Чӑваш чӗлхи чуна лӑпкӑн ачашлать, канӑҫ кÿрет.  Сӗм авалтан чĕлхе ҫынсене сӑмахлӑх, юрӑ-кӗвӗ, ташӑ-ҫемӗ, йӑла-йӗрке урлă пӗр-пӗринпе ҫывӑххӑн хутшӑнса пурӑнма пулӑшнӑ.  Тăван чěлхе кунне Тӗрлемесри вăтам шкулти 4-мěш класра вӗренекенсем те хастар хутшăнчěç.  Класс ертӳçи Анилина И.А.вӗсене   тăван  чӗлхе  кашни çын пурнăçӗнче пысăк пěлтерӗшлě пулни çинчен кӗскен каласа пачӗ.  Унтан вěренекенсем тăван чӗлхе çинчен   сăвăсем вуларӗç, чăваш юррисене шăрантарчěç,«Тутăр пăрахмалла» вăйă вылярӗç. 

   Тăван чӗлхене упраса – сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашнин  тивӗçӗ. Апла пулсан, чăвашла савăнсах калаçар, чăваш юррисене те киленсех юрлар. 


Источник: Анилина И.А., 4-мěш класс ертӳçи