Паллă ентеше асăнса

Паллă ентеше асăнса

    Кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Гаврил Алексеевич Кореньков çуралнăранпа 140 çул çитет. Паллă ентеше халалласа Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче « Паллă поэт, куçаруçă, учитель» литература сехечĕ иртрĕ. Гаврил Алексеевич Кореньков 1884 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче çуралнă. Вăл 1903 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухать те ĕмĕрĕ тăршшĕпех тăван ялĕнче учительте ĕçлет. Литература ĕçне вăл 1901 çулта тытăнать.. Поэт 150 яхăн сăвă-юрă, 5 поэма, 8 сăвăлла юмах хайлать. Унăн малтанхи сăввисем çут çанталăк ÿкерчĕкĕсемпе ытларах палăраççĕ. Каринкке Кавĕрли пултарулăхĕнче юрату лирики те пысăк вырăн йышăнать. Вăл И.А.Крылов юптарăвĕсене чи малтан сăвăласа чăвашл куçарать.  Мероприятие хутшăннă ачасем сăвăç кун-çулěпе, литературăри ěçě-хěлěпе паллашрěç, презентаци пăхрěç. Унтан унăн сăввисене, , куçарăвěсене вуларěç. Шкул библиотекарě Белова Е.Н. пултаруллă сăвăçăн кěнекисемпе, ун çинчен çырнă материалпа паллаштарчě. 




Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен